| 2571 | Текерлӗк чӗппи те тертленмесӗр ҫитӗнмест. | Текерлӗк |
| 2572 | Текерлӗк шыв тесе йӗрет, хӑй ишме те пӗлмест. | Текерлӗк |
| 2573 | Текерлӗк юрри те телей ҫинчен. | Текерлӗк |
| 2574 | Текерлӗк яланах шывпа тус. | Текерлӗк |
| 2575 | Текерлӗкӗн те хӑйне кура терчӗ пур. | Текерлӗк |
| 1682 | Тӗкӗннӗ выльӑх тӗкне ҫиет тет, ӑннӑ выльӑх пӑхне ҫиет тет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1683 | Тӗкӗннӗ выльӑх тӗкне ҫинӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 2364 | Тӗпеклӗ чӑх ҫӑмарта тӑвать, тирпейлӗ ҫын ҫурт тӑвать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2365 | Тӗпеклӗ чӑхсем ытларах ҫӑмарта тӑваҫҫӗ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2132 | Тиле тилмӗрет те, кашкӑр каҫармасть. | Тилӗ |
| 2123 | Тилӗ ӑсӗ — чеелӗх. | Тилӗ |
| 2124 | Тилӗ иленнӗ ҫӗрте чӑх-чӗп илӗхмест. | Тилӗ |
| 2125 | Тилӗ инкекӗ тирӗнче. | Тилӗ |
| 2126 | Тилӗ курнипех ан тилӗр. | Тилӗ |
| 2127 | Тилӗ мӑкӑр ҫӑмартине ҫичӗ ҫул астуса ҫӳренӗ. | Тилӗ |
| 2128 | Тилӗ сӑмах панӑ чух чӑх-чӗп пуҫ тавра шутлатӑр тесе калать тет. | Тилӗ |
| 2129 | Тилӗ ҫыврать, тирне курать. | Тилӗ |
| 2130 | Тилӗ тӗлӗкӗнче те сар кӗрӗкӗпе мухтанать тет. | Тилӗ |
| 2131 | Тилӗ тӗлӗкӗнче те чӑхсене хисеплет. | Тилӗ |
| 2134 | Тилӗ хӑй текне-ҫӳҫне вараламасть. | Тилӗ |
| 2133 | Тилӗ хӑй хӳрине варламасть. | Тилӗ |
| 2135 | Тилӗ хӳри те тиллех хӳтӗлет. | Тилӗ |
| 2136 | Тилӗ чее те, ҫапах капкӑна ҫакланать. | Тилӗ |
| 2137 | Тилӗпе кашкӑр ӗлӗкрен кумлӑ. | Тилӗ |
| 2138 | Тилӗрен чӑх хуралҫи пулас ҫук. | Тилӗ |
| 2139 | Тилӗрен чее татах пур. | Тилӗ |
| 2140 | Тилӗшӗн пулсан типӗ ҫук. | Тилӗ |
| 2141 | Тилле — телей, кашкӑра — инкек. | Тилӗ |
| 2142 | Тиллӗн те хушӑран хушӑ тилӗрсе илес килет. | Тилӗ |
| 2143 | Тиллӗн хӳрине татсан та тилех юлать. | Тилӗ |
| 2144 | Тилли тустарать, кашкӑр ҫине кустарать. | Тилӗ |
| 2145 | Тиллине тытмасӑр ан тилӗр. | Тилӗ |
| 1684 | Тискер кайӑк йӗрне пӑхсах паллӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1685 | Тискер кайӑк та ҫӑлӑнӑҫ шырать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1686 | Тискер кайӑк чӗрнинчен паллӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1687 | Тискер кайӑк чунӗ хӗрхенме пӗлмест. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1688 | Тискер кайӑк шучӗпе пӗтӗм тӗнче какайшӑн. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1689 | Тискер кайӑка — ҫӗр, вӗҫен кайӑка — сывлӑш, ишен кайӑка — шыв, этеме — мӗнпур тӗнче. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 2010 | Тукмак какай ҫисен шӑммине пуҫтармасть. | Кашкӑр |
| 2011 | Тукмака ури тӑрантарать. | Кашкӑр |
| 2318 | Тур лаша Турӑ ҫинчен аса та илмест, ҫапах пурӑнать. | Ут — Лаша |
| 2319 | Тур лашан та туртас килмест те, турта хушшинчен тухма ҫук. | Ут — Лаша |
| 2320 | Тур лашан туртасси виҫеллӗ. | Ут — Лаша |
| 2321 | Туртакан лаша ҫине тиеҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 1554 | Уй кайӑкне те уйлама пӗлни кирлӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1555 | Уй мар, ҫу ҫуратать. | Вӑрман — Хир |
| 1556 | Уйӑн тӳпинче пул, ялӑн варринче пул. | Вӑрман — Хир |
| 2496 | Ула курака чӗкеҫ чӗлхи килӗшмен. | Курак |
| 2497 | Ула куракӑн ялан пӗр юрӑ. | Курак |
| 2498 | Ула куракпа чакак тус пулӗҫ, хура курака ертмӗҫ теҫҫӗ. | Курак |